И.С.Тургенев. Воробей (стихотворение в прозе)

Ccedil;е тăваканĕ : Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕн Сухайкасси тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Предмет: Чăваш литератури Урок теми: Çерçи – пирĕн таврара пурăнакан кайăк Урок тĕсĕ: çыхăнуллă пуплеве аталантармалли, пултарулăх ĕçĕ çырма хатĕрленмелли урок. Ачасен ÿсĕмĕ: 5-мĕш класс Шкул: чăваш шкулĕ   Урок теми: Çерçи – пирĕн таврара пурăнакан кайăк Урок  эпиграфĕ: Çерçи пурăнать ялта, Илĕртет кашни çынна,  – Чĕвĕл-чĕвĕл! – тет сиксе Чипер тĕсĕпе илĕртсе. Кил-çуртри хăмăр çерçи Каймасть кăнтăра вĕçсе, Тухсан пÿртрен кил хуçи Сикет хитрен чĕвлетсе.                         И.Ергунов 1.Харкамлăх (личностные) (Права, тĕллев, тупсăм, мораль) а) Тăван тавралăхри чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке юратма, сăнама вĕренни. ă) Кайăксем çут çанталăкăн пĕр пайĕ, пурнăç çыхăнăвĕн пĕр сыпăкĕ пулнине туйни. б) Кайăк-кĕшĕке, чĕр чунсене упрасси, пулăшасси – кашнин тивĕçĕ пулнине ăнлананни. 2. Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные ) (йĕркелÿ, хутшăну, информаци) а) кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче, хаçат-журналта, интернетра шыраса тупса усă курма пĕлни. ă) пур пек пĕлÿпе тата хăнăхусемпе усă курса ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни. б) темăпа çыхăннă кирлĕ материала суйласа илсе ĕçлеме хăнăхни. 3.Предмета вĕреннин результачĕсем (предметные) а) Курни-илтни, сăнани çинчен шухăша сăмах вĕççĕн тата çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама хăнăхни. Çырмалли шухăша вуласа тухнă текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетни. Урокра усă курнă технологисем: учитель сăмахĕ, эпизодсем тăрăх калаçу ирттерни,  ансăр-анлă ыйтусем, хĕвеллĕ кластер, илемлĕ вулав, Г.Орловпа И.С.Тургеневăн хайлавĕсен танлаштаруллă таблици, словарь ĕçĕ, хаçат кăларни, синквейн çырни. ИКТ технологийĕ – мультимедиа презентацийĕ,  интернетра кирлĕ информаци тупни. Культурăсен çыхăнăвĕ: Г.Орловăн „Çерçи” тĕрленчĕкĕ, И.С.Тургеневăн „Çерçи” прозăллă сăвви. Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, танлаштару таблицин хатĕр схеми, И.С.Тургеневăн „Çерçи” хайлавĕн тексчĕ, икĕ ватман, сăрăсем, магнитсем.   УРОК ЮХĂМĔ I . Урока йĕркелени. 1.Сывлăх сунса класа йĕркелени, ачасен кăмăлне çĕклени, хастар пулма хавхалантарни. Учитель: Ырă кун пултăр, ачасем! Эпĕ сире курма питĕ хавас! Кашниннех сăн-пичĕ çутă, куçра хĕлхем çунать. Кăмăлăрсем аван-и? Вĕренекенсем: - Аван! У.: Маттурсем! Апла эпир паян тимлĕ пулатпăр, туслă ĕçлетпĕр. II . Тĕп тапхăр умĕнхи ĕçсем: 1) Урокра мĕн çинчен калаçассине прогнозлани. У.: Паянхи урока эпĕ тупмалли юмахран пуçлас терĕм. Тĕнчене илем кÿреççĕ, Авăтаççĕ те юрлаççĕ, Тĕрлĕ саслă шăхăраççĕ. Мĕнсем-ши вĕсем? (кайăксем) Вĕренекенсем: - Кайăксем. У.: Кайăксем пире мĕнпе илĕртеççĕ? Вĕренекенсен хуравĕ: (юррипе, илемĕпе, ĕçченлĕхĕпе, тыткаларăшĕпе, усă панипе...) 2) Урок темипе, тĕллевĕпе палăртни. У.: Маттурсем. Тепĕр тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлсен вара паян эпир мĕнле кайăк çинчен калаçасса пĕлĕр. – Чим-чим-чим!- тет кайăкĕ. – Кам кунта уй-хир хуçи? Нимĕн те акса хуман, Тырă-пулă ÿстермен. (çерçи) Вĕренекенсем: Çерçи. У.: Аван. Вăл пирĕн таврара пурăнать-и? Эсир ăна час-часах ăçта куратăр? Вĕренекенсем: Вăл пирĕн таврара пурăнать, ăна ялта, урамра, картишĕнче...курма пулать. У.: Чăн та, çерçи пирĕн таврара пурăнать. Паянхи урокăн эпиграфĕпе паллашăпăр:

Эпиграф:

Çерçи пурăнать ялта,

Çывăх вăл кашни çынна,

 – Чĕвĕл-чĕвĕл! – тет сиксе

Чипер тĕсĕпе илĕртсе.

Кил-çуртри хăмăр çерçи

Каймасть кăнтăра вĕçсе,

Тухсан пÿртрен кил хуçи

Сикет хитрен чĕвлетсе.

У.: Апла пулсан паянхи урок теми мĕнле-ши?

Вĕренекенсем: „Çерçи – пирĕн таврара пурăнакан кайăк”.

У.:  – Эпиграфра палăртнă сăмахсем çерçие мĕн енчен кăтартаççĕ?

Вĕренекенсем: – Çерçие сăнлаççĕ.

У.: Паллах. Урокăн тĕллевне мĕнле палăртатăр?

Вĕренекенсем: Çерçие сăнласси, унăн пурнăçĕ çинчен калаçасси.

У.: Эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. Паян эпир ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр.

III. Тĕп тапхăр. Ушкăнпа ĕçлесси.

А) Вĕренÿ кĕнекинче Г.Орловăн „Çерçи” тĕрленчĕкне вуланине мĕнле ас тунине, мĕнле ăнланнине ансăр-анлă ыйтусемпе аса илесси.

 Ыйтусене ушкăнсене черетпе паратăп.

Ансăр ыйтусем Анлă ыйтусем
1. „Çерçи” хайлавăн жанрĕ мĕнле? 2. Çерçи сăмахăн синонимĕ пур-и? 3. Вĕсем юрлаççĕ-и? 4. Çерçи хăйне мĕнле тыткалать? 5. Çерçи йăва çавăрать-и? 6. Çерçи чĕпписене юратать-и? 7. Çерçи усăллă кайăк-и? 8. Сире тĕрленчĕкре мĕн килĕшрĕ? 9. Эсир çерçисене сăнанă-и?   1. Тĕрленчĕкпе калавăн уйрăмлăхĕ мĕнре? 2. Эсир çерçи кайăкăн мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр? 3. Çерçи пакăлти кайăк тенине мĕнле ăнланатăр? 4. Çерçие мĕнле тĕссемпе ÿкернĕ пулăттăр? 5. Кашни çулах çерçисем миçе пуслăх чĕпĕ кăлараççĕ? 6. Çерçи чĕпписене вилеслех юратать тенине мĕнле ăнланатăр? 7. Çерçи пирĕн тавралăха мĕнпе усă кÿрет? 8. „Çерçи” тĕрленчĕке вуласа мĕн кăсăкли пĕлтĕр? 9. Сире çерçи мĕнпе илĕртет?

Ă) Ачасем калава вуласа тухнă хыççăн килте тунă хĕвеллĕ кластер тĕслĕхĕсемпе паллаштараççĕ:

Çерçи (мĕн вăл?): кайăк, чун, сала кайăк (ял кайăкĕ), чĕпĕсен амăшĕ, барометр, хÿтĕлевçĕ, çунатлă тус.

Çерçи (мĕнле?): канăçсăр, пакăлти, шутсăр сисĕм, тавçăруллă, пĕчĕк, хĕрлĕрех хăмăр, кăвакрах хăмăр, ĕçчен, хăюллă, усăллă.

Çерçи (мĕн тăвать?): чĕвĕлтетет, чăвлатать, чимлетет, пăхкалать, пăркаланать, каялла-малалла сикет, унта-кунта çаврăнать, пăр-р! вĕçет, йăслать, шавлать, йăвашăн çапăçать, этем çывăхĕнче пурăнать, асăрханма, сыхланма пĕлет, сăнама юратать, йăва çавăрать, чĕпĕ кăларать, чĕпписене юратать, хÿтĕлет, усă кÿрет, хуçкаланать, енчен енне пăркаланать, пуçхĕрлĕн тăрать, апат шырать, хурт-кăпшанкă тытать, çанталăкăн улшăнăвне систерет.

Б) Культурăсен çыхăнăвĕ:  И.С.Тургеневăн „Çерçи” („Воробей”) хайлавне вуласа Г. Орловăн „Çерçи” тĕрленчĕкĕпе танлаштарса таблица туни.

И.С.Тургенев. Воробей (стихотворение в прозе)

Я возвращался с охоты и шел по аллее сада. Собака бежала впереди меня.

Вдруг она уменьшила свои шаги и начала красться, как бы зачуяв перед собою дичь.

Я глянул вдоль аллеи и увидел молодого воробья с желтизной около клюва и пухом на голове. Он упал из гнезда (ветер сильно качал березы аллеи) и сидел неподвижно, беспомощно растопырив едва прораставшие крылышки.

Моя собака медленно приближалась к нему, как вдруг, сорвавшись с близкого дерева, старый черногрудый воробей камнем упал перед самой ее мордой — и весь взъерошенный, искаженный, с отчаянным и жалким писком прыгнул раза два в направлении зубастой раскрытой пасти.

Он ринулся спасать, он заслонил собою свое детище... но всё его маленькое тело трепетало от ужаса, голосок одичал и охрип, он замирал, он жертвовал собою!

Каким громадным чудовищем должна была ему казаться собака! И все-таки он не мог усидеть на своей высокой, безопасной ветке... Сила, сильнее его воли, сбросила его оттуда.

Мой Трезор остановился, попятился... Видно, и он признал эту силу.

Я поспешил отозвать смущенного пса — и удалился, благоговея.

Да; не смейтесь. Я благоговел перед той маленькой героической птицей, перед любовным ее порывом.

Любовь, думал я, сильнее смерти и страха смерти. Только ею, только любовью держится и движется жизнь.

Словарь ĕçĕ: благоговеть – относиться с глубочайшим почтением (виçесĕр (питĕ) хисеплени. (С.И.Ожеговăн «Вырăс чĕлхин ăнлантару словарĕ, М., 1999, 944с. (49стр.)

Г.Орловăн „Çерçи” тĕрленчĕкĕ И.С.Тургеневăн „Çерçи” прозăллă сăвви

                                            пĕрпеклĕхсем

хайлав ячĕ – „Çерçи” хайлав ячĕ – „Çерçи”
çерçи чĕпписене хÿтĕлет (хăюллă): „...хăрушлăх сиксе тухсан хыттăн, пăлхануллă сасă пама тытăнаççĕ...” çерçи чĕпписене хÿтĕлет (хăюллă): „...маленькое тело трепетало от ужаса, голосок одичал и охрип, он замирал, он жертвовал собою...”
чĕпписене вилеслех юратать чĕпписене вилесле юратать

                                         уйрăмлăхсем

тĕрленчĕк прозăллă сăвă
...пĕр-пĕр хурчкана е кушака пур енчен тапăнса, халь-халь сăхса илес е тапса ярас пек ун çине вĕçсе анса, татти-сыпписĕр хаяррăн чăрлатса-чĕвлетсе аяккарах хăвалама ăнтăлаççĕ... ...собака медленно приближалась…воробей камнем упал перед самой ее мордой — и весь взъерошенный, искаженный, с отчаянным и жалким писком прыгнул раза два в направлении зубастой раскрытой пасти…

IV. Кану вăхăчĕ:

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă

Çунатпа вĕçетпĕр.

Пиллĕк, улттă, çиччĕ,саккăр

Çерçи пек сикетпĕр.

Тăххăр, вуннă – лăпланатпăр.

Шăппăн вырнаçса ларатпăр.

V. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ – ачасен ăнланăвĕпе хăнăхăвне çирĕплетни

Ă) Вуланă текстпа тата килте хаçат-журналта, Интернетра шыраса тупнă кăсăклă информаципе усă курса хаçат кăларасси

Ачасем кăларас хаçат тĕслĕхĕ

VI тапхăр. Рефлекси.  Ачасем çерçи сăмахпа синквейн çыраççĕ, пĕр-пĕрне ĕçĕсемпе паллаштараççĕ.

Çерçи

Пĕчĕк, хăмăр

Чĕвĕлтетет, сикет, ÿркенмест

Ял кайăкĕ чĕпписене вилесле юратать.

Кайăк (анне)

VII тапхăр. Киле ĕç пани

1. Çерçипе çыхăннă хăвăр пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр кăсăклă ĕç çинчен калав çырăр.

2. Хăвăр килĕштерекен чĕр чуна, кайăка фотоаппаратпа ÿкерсе илĕр, кĕске сăнлав сочиненийĕ çырăр.

3. Çерçи, ытти кайăк ячĕсемпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсем тупса çырса килĕр.

VIII тапхăр. Урока пĕтĕмлетни,  ачасем ĕçленине хаклани.

Вĕрентекен: - Эсир паян урокра ĕçлени мана питĕ килĕшрĕ. Маттурсем.

                 - Мĕн çĕннине пĕлтĕмĕр ку урокра?

                 - Хăвăр ĕçе, ыттисен ĕçне мĕнле паллăпа хаклатăр?

                 - Сире урок килĕшрĕ-и?

(Ушкăнри ачасем пĕр-пĕрин пĕлĕвне хаклаççĕ, урок килĕшрĕ пулсан алă çупаççĕ, килĕшмерĕ – шăп лараççĕ)

 

Иртнĕ урокра киле панă ĕç:

1. Георгий Орловăн калавне вуласа тухсан çерçи (мĕн?), çерçи (мĕнле?), çерçи (мĕн тăвать?) хĕвеллĕ кластерсем тăвасси;

2. Хаçат-журналта, Вĕренÿ кĕнекинче сĕннĕ Интернетри сайтсенче кăсăклă информаци, сăнавсем, тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахĕсем шыраса тупасси (уйрăм хутсем çине çырса хатĕрлесси).

3. Çерçи сăн ÿкерчĕкне илсе килесси е ÿкересси.


Дата добавления: 2019-02-26; просмотров: 253; Мы поможем в написании вашей работы!

Поделиться с друзьями:




Мы поможем в написании ваших работ!